Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрӑ-ташӑпа савӑнтараҫҫӗ

«Сарнар» фольклор ушкӑнӗн солисчӗсем
«Сарнар» фольклор ушкӑнӗн солисчӗсем, Урнар вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем В.Г. Сытинапа Р.Г. Алексеева

Чӑваш халӑхӗн юрри-ташшине пӗтме парас мар, ырӑ йӑла-йӗркене сцена ҫинче ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра курмалла пултӑр тесе фольклор ушкӑнӗсем нумай вӑй хураҫҫӗ. Ун пек коллектив кашни районтах пур. Вӑрмар тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн ушкӑнӗ темиҫе те. Вӗсенчен чи паллӑраххи — «Сарнар». Саруйпа Урнар ялӗсенче пурӑнакансем хутшӑнаҫҫӗ халӑх коллективӗ ятне тивӗҫнӗ ушкӑн ӗҫ-хӗлне. Тӑван ялӗсен ячӗсене кӗскетсе хӑйсене килӗшекен ят ҫирӗплетнӗ — «САРНАР».

«Сарнара» районта лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ара, пӗр паллӑ пулӑм та, пӗр уяв та вӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. «Атӑлҫи ҫӑл куҫӗсем» фестивальте те район чысне хӳтӗлерӗҫ. Оренбург облаҫӗнчи йӑхташӑмӑрсем патӗнче пулса тӑван юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ.

«Тавах ентешӗмӗре, — теҫҫӗ «Сарнарсем» Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн президентне, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне Л.М.Григорьева. — Вӑл пире илемлӗ кӗпесем, баян туянма, инҫе ҫула кайса килме пулӑшрӗ».

Фольклорҫӑсем сцена ҫине тухнипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухас ӗҫре те хастар, манӑҫа тухакан йӑла-йӗркесене ҫырса илес, якерсе хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе вӗсем ватӑсем патне ҫӳреҫҫӗ. Акӑ Урнарта пурӑнакан 90 ҫулти Анна аппа пӳртӗнчи пир станне кӗлете кӗртесшӗн пулнӑ. Унччен кӗп-йӗме мӗнле тӗртнине кӑтартса хӑварасшӑн иккен. Ҫак ӗҫӗн йӗркине видеокамерӑпа ӳкерсе илнӗ, сӑн ӳкернӗ. Питех те хаклӑ кадрсем.

В.ЦЫФАРКИН.
«Хыпар», 2006, ака, 20


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-17 23:16:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3218 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем